Контент патне куҫ

Чикме

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Чикме (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Чикмĕ
Хула гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Мари Эл
Никĕсленĕ: 1583
Хула, çултан: 1781
Халăх йышĕ, пин çын: 20 (2020)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 56°20′ ç. ш.
Геогр. вăрăмлăхĕ: 46°34′ х.т.д.

Чикмĕ (туçи мар. Цикмӓ, çаран мари Чыкма, выр. Козьмодемьянск) — Мари Эл хули, Туçи Мари районĕн административлă тĕпĕ.

Хулана Атăлăн çӳллĕ сылтăм çыранĕнче никĕсленĕ. Йошкар-Оларан 104 çухрăмра, кăнтăр-анăçра, Шупашкар шывупранăвĕ çумĕнче вырнаçнă. Туçи марисен культура тĕпĕ шутланать. Мари Эл республикипе Шупашкар ГЭС плотинипе пыракан автомомобиль çулĕпе çыхăну тытать.

Хулана 1583 çулта никĕс хывнă. Хула ятне 1781 çулта илнĕ. 1708 çултанпа Хусан кĕпернине, 1719 çултанпа — Сĕве провинцийĕ шутĕнче пулнă, 1781 çултанпа — Хусан кĕпернин уес хули. XIX ĕмĕрĕн варринче Йошкар-Ола вăрман сутă-илӳ ĕçĕсем енĕпе Раççейре иккĕмĕш вырăна (Архангельск хыççăн) тухать.

Халăх йышĕ, хула тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

2005 çулхи çыравпа хулара 22.7 пин çын пурăннă.