Контент патне куҫ

Тура Мартинĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хёхст замокĕнчи сăв. Мартин чухăна хăйĕн плащне панине сăнарланă статуя.

Тура Мартинĕ (Мартин Милостивый; лат. Martinus Turonensis; 316, Савария, Паннония, Рим империйĕ — 8.11.397, Кандия, Лугдун Галлийĕ, Анăç Рим империйĕ) — Тура епископĕ, Францири питĕ чыслакан сăваплисенчен пĕри.

Сăваплă Мартин кунне чӳкĕн 11-мĕшĕнче (католиксем, лютерансем тата хăшпĕр православи чиркĕвĕсем) тата юпан чӳкĕн 12-мĕшĕнче (25-мĕшĕнче) (православсем) палăртаççĕ[1].

Сăваплакан Мартин IV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Паннонире (хальхи Хункăри территорийĕ) çуралнă. Чи çамрăкранах, монах пуласшăн тăрăшнă, хăйĕн умĕнче Аслă Антоний паттăр тĕслĕхне ăшра тытса ĕмĕтленнĕ. Мартин христиансен килйышĕнче ӳсмен пулнипе ашшĕ ăна çарта карьера тума хушнă. Çавăнпа ĕнтĕ Мартин Галлие çитет, унта офицер пулса хĕсметре тăнă. Çарпуçĕ пулнă чухнех вăл пĕррехинче хĕлле хăйĕн плащне çурнă та çуррине çарамас çынна панă. Ырра чыслакан традици çак чухăна Христоспа танлаштарать.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]