Контент патне куҫ

Колумб кунĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Колумб кунĕ
Колумб кунĕ
Колумб Америкăна килни.
Тĕс {{{тĕс}}}
Официаллă Columbus Day
Вăхăт юпан 12-мĕшĕнче (йăла йĕркипе)
юпа уйăхĕн иккĕмĕш тунтикун (АПШ)


Колумб кунĕКолумб Америкăна килни çул тултарнине чысласа Юлий календарĕпе 1492 çулхи юпан 12-мĕшĕнче (Григорий календарĕпе - 1492 çулхи юпан 21-мĕшĕнче) ирттернĕ уяв.

1492 çулхи юпан 12-мĕшĕнче Христофор Колумб экспедицийĕ Багам архипелагĕн Сан-Сальвадор утравĕ патне çитнĕ, каярах çакăн чухне Америкăна уçнă вăхăт тесе официаллă йышăннă.

Америкăри чылай патшалăхĕнче Колумб кунне, Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсенче ăна юпа уйăхĕн иккĕмĕш тунти кунĕнче ирттереççĕ.

Çак кун АПШ халăхĕ çĕр-шыва уçнине чысласа уявлаççĕ, чиркӳри кĕлĕсене тата урăх мероприятисене çӳреççĕ. Хăшпĕр хуласенче кĕлĕсем, парадсем тата мăнаçлă церемонисем иртеççĕ.