Эпидеми
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Эпидеми (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Эпиде́ми (грек ἐπιδημία — ἐπι — çинче, хушшинче δῆμος — халăх) анлă сарăлнă нумай çынна харăс ерекен мĕнле те пулин чир-амак, инфекциллĕ чир (чума, оспа, тиф, холера, дифтери, скарлатина, хĕрлĕхен, грипп).
Эпидемисене тата вĕсене хирĕç кĕрешес меслетсене тĕпчекен медицина уйрăмĕ — эпидемиологи.
Инфекцие йĕкĕлтекене куçаракан механизмсем:
- фекаль-ораллă (шыв, апат-çимĕç е кулленхи пурнăçра) (сăмахран, дизентерипе хырăм тифĕ чухне);
- сывлăш-тумламлă (тĕслĕхрен, грипп чухне);
- трансмиссилле (малярипе сыпной тиф чухне);
- контактлă (СПИД, тилĕрӳ чухне).
Хăш чухне инфекцие йĕкĕлтекене куçаракан темиçе механизм пулаççĕ. Инфекци амакĕн аталанăвĕ вăл организма епле майпа лекнинчен килет. Тĕслĕхрен, мурăн е çĕпĕр çĕрнин ӳпке, пыршăлăх тата тир-бубон ĕлки пур.
Пысăк эпидемисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Юстиниан мурĕ» (551—580), Тухăç Рим империнче чĕрĕлнĕ те Çывăх Тухăçра сарăлнă. Çак эпидемире 20 млн ытла çын пĕтнĕ.
- «Хура вилĕм» — XIV ĕмĕрти мурĕн эпидемийĕ, вăтам ĕмĕрсенчи Европăра 50 мильон çын çĕре кĕнĕ.
- Грипп эпидемине («испанка») пула Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи хыççăн 200 мильон чирленĕ çынтан кашни тăваттăмĕш вилнĕ.
Этилогине тĕпчесе пĕлмен эпидемисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Абу мук-мук — Вар Африкăра çил шатри евĕр амак эпидемии пулнă.
- Акăлчан почĕ
Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тĕнчен пĕрремĕш эпидемиологи картти.
- Эпидемисемпе Пандемисем: малтанхи тата хальхи
- Популярная статья о современных эпидемиях
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |