Контент патне куҫ

Элмен Даниил Семёнович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Даниил Элмен
Семёнов Даниил Семёнович
Çуралнă вăхăт: 1885, раштав, 29
Çуралнă вырăн Исментер ялĕ, Шăмат вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни (халь Чăваш Енĕн Етĕрне районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1932, авăн, 3
Вилнĕ вырăн: Илйинка ялĕ, Муркаш районĕ, Чăваш АССР
Гражданлăх: Раççей империйĕ Раççей империйĕ ССРП
Парти: РКП (б)
Ĕçлев тĕсĕ: Чăваш АО ревкомĕн председателĕ, Чăваш АО РКП (б) Вăхăтлăх обкомĕн председателĕ, Чăваш АО Ĕçтăвкомĕн председателĕ

Даниил Семёнович Элмен (1885 ç., раштав, 29, Исментер ялĕ, Шăмат вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕперни, Раççей империйĕ — 1932 ç., авăн, 3, Илйинка ялĕ, Чăваш АССР, ССРП) — чăваш патшалăх тата политика ĕçченĕ, Чăваш автономи облаçĕн ревкомĕн пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр председателĕ, Чăваш автономи облаçĕн РКП (б) Вăхăтлăх обкомĕн пĕрремĕш тата пĕртен-пĕр председателĕ, Чăваш автономи облаçĕн Ĕçтăвкомĕн пĕрремĕш председателĕ. Каярахпа та пысăк вырăнсем йышăннă.

Даниилăн çемьере аслă ача пулнипе ачаранпах хуçалăхра нумай ĕçлеме тивнĕ. Ĕçченлĕхĕпе сăпайлăхне кура ăна ялта пурте юратнă, хисепленĕ. Кӳршĕ çынĕ Игнатий ачана кĕнеке вулама вĕрентнĕ. 8 çул тултарсан, Даниил вырăнти 4 класлă пуçламăш шкулне вĕренме кайнă, ăна ăнăçлă вĕçленĕ. Ача пултарулăхне, тăрăшулăхне асăрханă вĕрентӳçĕ ăна Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулне вырнаçтарма хăтланса пăхнă. Анчах çав вăхăтра ку ĕмĕт пурнăçланайман.

Ялтан çичĕ çухрăмра 2 класслă училище уçăлнă, Даниил 1902 çулта унта вĕренме кĕнĕ, 1905 çулта вĕренсе тухнă.

Училище хыççăн вĕрентекенсем сĕннипе Даниил Семенова Чĕмпĕрти чăваш учителĕсен шкулĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев çав çулах хăйĕн шкулне йышăннă.

1911 çулхи çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен хушшинчи çутĕçпе социализм культурин ĕçченĕсен I съезчĕ иртнĕ. Ăна пухма, унăн ĕçне Д.С.Эльмень хастар хутшăннă. Ăна съезд председательне суйланă. Даниил Семенович тăрăшнипе тĕрлĕ наци интеллигенцийĕ культурăна аталантарассипе туслă та алла-аллăн ĕçленĕ.

Д. С. Эльмен Чăваш Енри халăха вĕрентес ĕç, культурăпа çут ĕçĕ, пичет тĕлĕшпе яланах тимлĕ пулнă. Халнацкомĕ çумĕнчи Чăваш пайĕн 1919 çулхи çу тата çĕртме уйăхĕсенчи смети тĕлĕшпе çырнă докладĕнче Чăваш Енре халăха вĕрентес ĕçе аталантармалли тĕллевсене палăртнă

"...чăвашсене кăнттамлăхпа пăнтăх тĕттĕмлĕхĕчен кăларас тесен вĕсене вĕрентес ĕçе анлăн пурнăçламалла: шкулти, шкулчченхи, шкул тулашĕнчи вĕрентĕве те, профессипе техника вĕрентĕвне те"

.

Д.С.Эльмень пуçарнипе халăха вĕрентес ĕçе çĕнĕлле йĕркелемелли тата лайăхлатмалли кăткăс ыйтусене татса парас енĕпе те тăрăшнă. Педагогсене, вĕренме кирлĕ пулăшу кĕнекисене хатĕрлемелле пулнă. 1918 çулхи юпа уйăхĕнче Халкомнац çумĕнчи Д.С.Эльмень ертсе пыракан Чăваш пайĕ хушу кăларнă, вăл çут ĕç пайĕсене тата мĕн пур вĕренÿ керменĕсене васкавлăн букваре тишкерме хистенĕ, вăл шкул ачисемшĕн кăна мар, çитĕннисене вулама-çырма вĕрентес енĕпе те питĕ лайăх вĕренӳ пулăшу кĕнеки пулса тăнă.

Д. Эльмен Чăваш автономи облаçне туса хуни тăван халăхшăн ăслăхпа тата культурăпа çывăхланмалли çула уçасса шаннă. Вăл пуçарнипе 1920 çулхи утă уйăхĕн 16-мĕшĕнче Ревком Етĕрнере ял хуçалăх техникумĕ уçма йышăннă. Малтанлăха Хусан университечĕн филиалĕн шучĕпе университет уçас тĕллев те пулнă.

Ревкомпа унăн председателĕ Д.С.Эльмен облаç экономикине йĕркелес енĕпе нумай вăй хунă. Хăма çуракан савутсене ăста лаççисене хута янă. 1920 çулхи çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче Д.С.Эльмен сĕннипе Ревком Шупашкарта электростанци тума йышăннă. Çулталăкран ăна хута янă. Çĕр ĕçтешĕсене агрономи енĕпе пулăшас, машинăсене ус курма парас станцисене уçас енĕпе, ытти ыйтусене пурнăçа кĕртнĕ.

Эльмен 1932 çулхи авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш АССР Тĕп ĕçтăвкомĕн Илйинкăри кану çуртĕнче вилсе кайнă. Ăна Шупашкарта "Хурăн кати çăвана пытарнă.

  • Шупашкарти урама Эльмень ятне панă, ăна чысласа Б.Хмельницкий урамĕнчи масарта хисеп аллейинче палăк лартнă.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Иванов М. И. Даниил Эльмень: острые грани судьбы. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2009. — 255 с. ISBN 978-5-7670-1733-1
  • Николаев В. Н., Лялина Л. В. Д. С. Эльмень (Семенов). Его роль в становлении и развитии Чувашской национальной государственности. Чебоксары, 2008.
  • Иванов, М. И. Даниил Эльмень: острые грани судьбы / М. И. Иванов. – Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2009. – 253, [2] с. : ил., портр.
  • Николаев, В. Н. Д. С. Эльмень (Семенов) / В. Н. Николаев, Л. В. Лялина. – Чебоксары : Изд-во Чуваш. ун-та, 2008. – 120 с.
  • Изоркин, А. Унăн ĕçĕ сăваплă / А. Изоркин // Тантăш. – 1991. – 19 июнь.
  • Краснов, О. Эльмен хушамат пирки / О. Краснов // Ялав. – 1988. – № 7. – С. 29-30.
  • Романова, М. Çĕнĕ пурнăçшăн кĕрешсе/ М. Романова // Коммунизм ялавĕ. – 1985. – 29 дек.
  • Хаçат редакторĕсем // Хыпар. – 2006. – 10 пуш. – С. 4, 9.
  • Ялкир, П. Эльмен чечеке тивĕçлĕ-и ? / П. Ялкир // Хыпар. – 1995. – 15 çĕртме.
  • Алексеев, В. А. Данил Семенович Эльмень // Алексеев,В. А. Дорогой Октября / В. А. Алексеев. – Чебоксары, 1971. – С. 61-65.
  • Иванов, М. И. Общественно-политическая и публицистическая деятельность Д. Эльменя / М. И. Иванов // Вестн. Чуваш. ун-та. Гуманит. науки. – 2009. – № 1. – С. 51-58.
  • Изоркин, А. В. Эльмень Даниил Семенович / А. В. Изоркин // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 504.
  • Изоркин, А. В. Эльмень Даниил Семенович / А. В. Изоркин // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 265.
  • Изоркин, А. В. Эльмень Даниил Семенович / А. В. Изоркин // Чувашская энцикло��едия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 669.
  • Любимов, В. Н. Инициатор образования Чувашской Автономной области / В. Н. Любимов, Г. Можаров // Они боролись за счастье народное : сб. ст. – Чебоксары, 1980. – Вып. 1. – С. 206-213.
  • Можаров, Г. Г. Д. С. Эльмень – один из организаторов создания Чувашской государственности / Г. Г. Можаров // Духовно-культурная консолидация народов России. – Чебоксары, 2012. – С. 148-158.
  • Можаров, Г. Г. Социально-экономические взгляды Д. С. Эльменя / Г. Г. Можаров // Проблемы социальной, экономической и политической истории России XVIII – начала XXI века в историографических традициях региона. – Чебоксары, 2012. – С. 126-153.
  • Можаров, Г. Организатор новой жизни / Г. Можаров // Совет. Чувашия. – 1985. – 29 дек
  • Революцией призванный // Совет. Чувашия. – 1977. – 6 апр.