Контент патне куҫ

Чăваш Сурăм

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш Сурăм
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Элĕк
Ял тăрăхĕ Чăваш Сурăм
Координатсем 55°49′16″ с. ш. 46°49′53″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Наци йышĕ чăвашсем
Конфесси йышĕ православсем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83535
Почтă индексĕ 429240
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 205 873 001
Чăваш Сурăм (Раççей)
Точка
Чăваш Сурăм (Чăваш Ен)
Точка

Чăваш СурăмЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи чиркӳллĕ ял. Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн тĕпĕ шутланать.

Ял Сурăм шывĕн сулахай çыранĕнче вырнаçнă[1].

Ялта Питрав ярмăрки иртет.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Салара 233 çын (2006) пурăнать. Ялта виçĕ — Совет, Октябрь, Çамрăксен — урамĕсем. Ялта шкул истори музейĕ ĕçлет.

Чăваш Сурăм ялĕ çинчен авалхи хутсем çинче 1620 çулта асăнни пур.

Ку тăрăхра халăх çыравне 1718 - 1723 çулсенче ирттернĕ. Çак ĕçсене тума вырăнти улпутсене хушнă. Лешĕсем çак ĕçе сӳрĕккĕн туса пынă, чылай çĕр ĕçченĕсене хутсем çине çырман, пытарнă.

1747 çулта чиркӳ туса лартнă. 1793 çулта салара чултан çĕнĕ чиркӳ купаласа лартнă. 1826 çулта кивĕ чиркӳ çуртне пăсса часовньă тунă. 1833 çул тĕлне, прихут хучĕсем тăрăх çак прихута Актай, Матьăк, Панкли, Хурасан ялĕсем кĕни паллă.

1780 çул тĕлне ял икĕ пайран тăни курăнать:

"Преображенская Сорма —20 дворов, околодок церкований — 8 мужчин, 12 женщин"

1907 çулĕ тĕлне Чăваш Сурăмĕнче 193 çын, 1926 çул тĕлне ялти 49 килте 228 çын пурăннă.

1862 çулта кунта шкул уçăлнă.

1917 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Çĕнĕ Мамеев вулăсĕнче шутланнă. 1927 çулччен Етĕрне уесĕн Чăваш Сурăм вулăсĕнче пулнă. 1927 çулхи юпа уйăхĕн 1-мешĕ хыççăн Элĕк районне, 1962 çулхи раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районне кĕртнĕ. 1965 çулхи пуш уйăхĕн 14-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăтчен Элĕк районне кĕрет.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Паллă çынсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Петрова Римма Порфирьевна — ЧАССР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ (1976), СССР сывлăха сыхлав отличникĕ (1969).
  • Акты исторической "Собрании Степаном Мельниковым", т. 1, Хусан, 1859, с. 8.
  • Л. И. Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
  • "Аликовская энциклопедия", редколлегия: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
  • "Аликовскому району 75 лет", Л. А. Ефимов хатĕрленĕ, Шупашкар, 2002.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]