Уруков Виталий Иванович
Виталий Иванович Уруков | ||||||
Çуралнă вăхăт | 1919 çул çурлан 8-мĕшĕ | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вырăн |
Палтиел ялĕ Шăмăршă районĕ РСФСР Раççей | |||||
Вилнĕ вăхăт |
29.1.45 | |||||
Вилнĕ вырăн | Ивно, Польша | |||||
Пăхăнулăх | СССР | |||||
Хĕсмет çулĕсем | 1939-1945 | |||||
Хисеп | ||||||
Çапăçусем/вăрçăсем | Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи | |||||
Чыславсем тата парнесем |
|
Уруков Виталий Иванович — Совет Союзĕн Паттăрĕ, 1919 çулхи çурлан 1-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Палтиел ялĕнче (хăшпĕр хыпарсем тăрăх — Чĕмпĕр хулинче[1][2]) çуралнă.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]В.И.Уруковăн амăшĕ — Ольга Васильевна Урукова (малтанхи упăшкин хушамачĕпе — Вериалова[3], çуралнă чухнехи хушамат — Васильева[4]). Биологилле ашшĕ — Иван Осипович Вериалов, 1920-мĕш çулта вилнĕ[5]. Усрава илнĕ ашшĕ — Александр Васильевич Уруков, Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпÿртрен тухнă çын[5]. О.В.Урукова тата И.О.Вериалов Шăмăршă районĕнчи Палтиел çыннисем пулнă[6]. Асăннă "Вериалов" йăхĕнчи паянхи çынсен хушамачĕсем, тĕрлĕ сăлтавсене пула, кăшт урăхларах та пулма пултараççĕ[7].
В.И.Уруков 1937-мĕш çулта Мускаври метеорологи институтне вĕренме кĕнĕ, анчах вĕренсе пĕтереймен. 1939 çулта Хĕрлĕ Çара кайнă. Симферопольти çар пехота училищипе "Выстрел" курсĕсене вĕренсе пĕтернĕ.
Вăрçăна 1941 çулăн раштавĕнче хутшăннă. Майор, 11 гварди танк корпусĕн 40 гварди танк бригадин автоматчиксен батальонĕн командирĕ.
Хăйĕн паттăрлăхне 1945 çулхи кăрлачăн 23-мĕшĕнче Белехово патĕнчи çапăçусенче кăтартнă. Унта вăл хăйĕн ротипе бригадăна тапăнса пыма чарнă нимĕçсене тӳнтернĕ.
Кăрлачăн 24-мĕшĕнче тăшман миномётпа тата пулёметпа персе тăнине пăхмасăр хăйĕн батальонĕпе Варта юханшывĕ урлă каçса плацдарм ярса илнĕ, нимĕçсене хирĕç контратака йĕркеленĕ. Кĕпер тума май парса ытти çар пайĕсене Варта урлă каçма май тунă.
Кăрлачăн 28-мĕшĕнче Германи чиккинче хӳтĕлев йĕрне иртнĕ чухне паттăрлăхне кăтартнă. Танкпа десант ротине ертсе пырса вăрманпа кӳлĕсем хушшине тăшмансенчен тасатнă, траншейăсенчен хăваласа кăларнă. Рота умĕнче пырса фашистсене пистолетпа пенĕ чухне йывăр аманннă. Сурансемпе госпитальре сывалма янă. Польшăн Познань воеводствин Ивно паççулкинче пытарнă. Пысăк çар ăсталăхĕпе паттăрлăхшăн СССР Аслă Канашĕн Президиумĕ ăна 1945 çулхи ака уйăхĕн 31-мĕшĕнче Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне (вилнĕ хыççăн) тивĕçтернĕ.
Шупашкарта, Шăмăршăра унăн ятне урамсене панă.
1967 çулта Шăмăршăра Уруковăн палăкне лартнă.
Чыславсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ.
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
- Александр Невский орденĕ.
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.
Фотографисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1418 дней и ночей войны и труда: из Книги памяти Шемуршинского района.
- ^ Национальный парк Чаваш вармане.
- ^ Чăваш энциклопедийĕнчи статья.
- ^ Александров, Геннадий. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнчен вĕренсе тухнисем (1868-1919). — "Хыпар" хаçат, 1996, çурла, 3.
- ^ 1 тата 2 20041124 Рожденный стать Героем
- ^ Урукова (Вериалова) Ольга Васильевна.
- ^ Ирина Васильевна Верьялова. 2016 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- [1]
- Ульяновск облаçĕнчи Совет Союзĕн Паттăрĕсем(ĕçлемен каçă)
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕсем
- Александр Невский орденĕн кавалерĕсем (СССР)
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерĕсем
- Файл каҫи ӗҫлемен страницӑсен йышӗ
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Александр Невский орденĕн кавалерĕсем
- 1919 çулта çуралнисем
- Çурлан 1-мĕшĕнче çуралнисем
- 1945 çулта вилнисем
- Чăваш паттăрĕсем
- Чăваш Енри Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çар çыннисем
- Чĕмпĕрте çуралнисем