Улакӳлĕ
Курӑнакан калӑплав
Улакӳлĕ — Балхашпа Улакӳлĕ айлăмĕнче вырнаçнă тăварлă кӳлĕ. ХII-пе XIX ĕмĕр хушшинче Турге-Нор (монг. «кĕпер-кӳлĕ»), Алакта кӳлли, Алатениз, Алакта ятсемпе паллă пулнă.
Гидрографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кӳлĕ тинĕс шайĕнчен 343 метр çӳллĕшĕнче, пушхирлĕ вырăнта вырнаçнă. Кӳлĕ лаптăкĕ 2200 çх2, тарăнăшĕ 45 м çитет. Шыв шайĕ çулталăк хушшинче 1,2 метр таран вылять. Кăрлачпа ака уйăхĕ хушшинче пăрпа витĕнет. Кӳлле Эмел юханшыв юхса кĕрет.
Пулăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кӳлĕре уланкă, сазан, хура пулă тытаççĕ. Кӳлĕ хĕрринче губач ятлă упа пурăнать.