Контент патне куҫ

Уганин Семён Артемьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Уганин хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Семён Артемьевич Уганин
Çуралнă вăхăт 1924 çул
Çуралнă вырăн Матак ялĕ
Çĕпрел районĕ
Тутар АССР
РСФСР СССР
Вилнĕ вăхăт 1959 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕ
Вилнĕ вырăн Норильск, СССР
Пăхăнулăх СССР
Хĕсмет çулĕсем 1942-1947
Хисеп
Аслă сержант
Аслă сержант
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ

Семен Артемьевич УганинИккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă аслă сержант, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

1924-мĕш çулта Тутарстанăн Çĕпрел районĕнчи Матак ялĕнче хреçчен кил-йышĕнче çуралнă. Чăваш.

1932 çулта ашшĕне репрессиленĕ[1].

9 çул вĕренмелли шкулта пĕлӳ пухнă. Колхозра ĕçленĕ.

Хĕрлĕ çара 1942 çулта кайнă. Аслă сержант çар хисепне тивĕçнĕ. 74-мĕш Хĕрлĕ ялавлă Кейӳ дивизийĕн 360 стрелок полкĕн 2-мĕш миномет ротин миномет расчётĕн командирĕ пулса çапăçнă.

Кейӳ патĕнчи çапăçусенче темиçе кун хушши Уганинăн расчётĕ, пехотинĕцсемпе пĕрле, темиçе кун хушшши тăшманăн тапăнăвĕсене сирсе тăнă. Соединенисене юханшыв урлă каçма май тунă. Молдавинче, тата чикĕ леш енчи çапăçусенче те Уганинăн салтакĕсем хăюллăн çапăçнă.

1947-мĕш çултан салтакран таврăннă. Тĕрлĕ хуласенче ĕçлесе пурăннă.

1959-мĕш çулта Норильск хулинче вилнĕ.

  • Норильск хулин масарĕ çинче Совет Союзĕн Паттăрĕсене: Василий Давыдова, Дмитрий Ковальчука тата Семен Уганин халаланă палăк пур[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • "Кто есть кто в Республике Татарстан", Герои Советского Союза – наши земляки (Сборник документальных очерков и зарисовок в трех книгах). – Казань: Татарское кн. изд-во, 1982-1985 гг.
  • Герои Советского Союза. Краткий биографический словарь. Том 2. М.: Воениз., 1988

(выр.)

Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.