Тогаев Анатолий Николаевич
Анатолий Тогаев | |
Тулли ят | Тогаев Анатолий Николаевич |
---|---|
Çуралнă вăхăт | 1884, çу, 1 |
Çуралнă вырăн | Шуркасси ялĕ, Шупашкар уесĕ, (халĕ Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕ) Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт | 1976, нарăс, 28 |
Вилнĕ вырăн | Сĕнтĕрвăрри, Сĕнтĕрвăрри районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП |
Патшалăх | ССРП |
Профессисем | композитор |
Жанрсем | юрă |
Тогаев Анатолий Николаевич (çу, 1 1884—1976) — чăваш композиторĕ, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ[1]
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1884 çулхи акан 30-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуркасси ялĕнче çуралнă.
Ялти шкулта пĕлӳ илсен вăл Шупашкар хулин виçĕ класлă училищинче (1898—1902) тата педагогика курсĕнче (1902—1903) вĕреннĕ. Мусăк пĕлĕвне Шупашкарти юрă курсĕнче (1912), Херсон мусăк училищи çумĕнчи вĕрентӳçсен регент-капельмейстер курсĕнче (1914. Çарти хĕсметĕн пуçламăшĕнче, унтер-офицер хисепне çитнĕ), Мускаври (1933) курсра туптанă. Херсонти мусăк вĕрентĕшĕн сайтĕнче çапла çырнă[2]:
Ҫӑлкуҫри текст(укр.)Анатолій Миколайович Тогаєв (1884-1976) – композитор, керівник хорових колективів, заслужений діяч мистецтв Чувашкської АРСР. Музичну освіту здобув спочатку на Чебоксарських співацьких курсах (1912 р.), а потім на регентсько-учительських капельмейстерських курсах при Херсонському музичному училищі (1914 р.) та курсах при Центральному інституті підвищення кваліфікації кадрів народної освіти в м.Москві. (1933 р.). Свою трудову діяльність розпочав в селах Красноармійського та Козловського районів Чувашії, створюючи різні хорові колективи, з якими завжди займав призові місця на республіканських олімпіадах в Чебоксарах, виступав на Всесоюзних оглядах-конкурсах в м.Москва, м.Горький. А.Тогаєв був не тільки художнім керівником творчих колективів, але й композитором. На початку 30-х років він проявив себе як композитор-пісенник, стровиши ряд масових чуваських пісень для хорів. Ним написано більше 150т таки творів, серед яких виділяються: «Стахановла ĕçлесси» (Стахановский труд), «Вǎйǎра» (В хороводе), «Çуллахи ир» (Летнее утро), «Атăл каçе» (Вечер на Волге), «Çамрăксен ташши» (Молодежная плясовая), хоровые обработки народных песен «Ой, милăй Чотикас»(Ой, милый Чодикас), «Иван калать» (Иван говорит), «Чей, чей, чей чашки» (Чашечка). Пісні Анатолія Миколайовича відмічені глибиною змісту, світлою, проникливою лірикою, яскравим національним колоритом. Вони були опубліковані в різних збірках та випускалися окремими виданнями. В передмові до однієї з таких збірок народний артист РСФСР та СРСР А.Я.Ешпай писав: «Его творческие достижения, многолетняя плодотворная работа по эстетическому воспитанию родного народа, большая общественная деятельность были высоко оценены народом. Ярким тому подтверждением является тот факт, что прекрасные мелодии, замечательные творения признанного мастера народной песни и сегодня с большим успехом исполняются десятками профессиональных и самодеятельных коллективов». За великі заслуги в розвитку чуваської музичної культури А.Н.Тогаєву в 1953 році присвоєно почесне звання заслуженого діяча мистецтв Чуваської АРСР. Він неодноразово був нагороджений Почесними грамотами Президіуму Вер��овнї Ради Чуваської АРСР, занесений в Почесну Книгу Трудової Слави та Героїзму Чуваської АРСР.
Мусăк пултарулăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Анатолий Тогаевăн чылай вокал хайлавĕсене 30-мĕш çулсенче хăй ертсе пынă коллективсенче шăрантараççĕ. Ăна Мускава ăсталăха ӳстерме яраççĕ. Кунта Анатолий Николаевич хевтеллĕ мусăкçăсемпе паллашать. 1925 çулта вăл вырăс халăх хорĕн йĕркелевçипе — пултарулăх ертӳçипе М. Пятницкипе паллашать. Питĕ хевтеллĕ мусăкçă унран халăх юррисемпе ĕçлеме вĕренет. Пятницкирен вăл хор ĕçне туса пыма вĕренет. Туслă пулар тесе Митрофан Ефимович хăйĕн юрă пухмач кĕнекине:
Ҫӑлкуҫри текст(выр.)«Дорогому, хорошему Анатолию Николаевичу в знак преданности и сердечной дружбы. Родной душе — родные звуки»
çырса парнелет.
Хăйĕн пурнăçĕнче вăл 100 ытла пултарулăх ĕçне хайланă. Вăтăрмĕш çулсенче унăн «Стахановла ĕçлесси» тата «Вăйăра» юрăсем халăх чунĕнче пулнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи кĕрленĕ чухне П. Хусанкай, М. Уйăп, И. Малкай тата урăх сăвăçсен патриотла сăввисене кĕвĕлет. Композитор совет халăхĕ çĕнтерессе чун-чĕререн шанать: Сĕнтĕрвăрри хулинче, ялсенче концерт иртерет, чăваш халăх юррисене çырать.
Тогаев çырнă вăрçă хыççăнхи юрăсем тарăн касăллă, чуна кĕрекен çутă лирикăллă. Чăваш мусăкĕн ылтăн фондне «Çуллахи ир», «Атăл каçĕ», «Çамраксен ташши», чăваш халăх юррисене хор валли çырнисем — «Ой, милай Чотикас», «Иван калать», «Чей, чей, чей чашки», «Хăта, пире хваттер яр» тата урăххисем кĕнĕ. Унăн юррисене пиллĕк автор пухмачĕнче (юлашки — «Юрăсем» — Шупашкарта 1984 çулта мусăкçă 100 çул тултарнине халалласа, А. Я. Эшпай умсăмахĕпе тухнă) пичетленĕ.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сĕнтĕрвăрринчи Тогаев ячĕллĕ ача-пăча мусăк шкулĕ.
- Кĕçĕн Маклашкино ялĕнче урам ячĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Тогаев А.Н.
- ^ Херсонське музичне училище. Випускники училища. 2017 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Мусăкçăсем, алфавитпа
- Шупашкар уесĕнче çуралнисем
- Сĕнтĕрвăрри районĕнче çуралнисем
- Сĕнтĕрвăррире вилнисем
- Википеди:Мусăкçă пирки портретсăр статьясем
- Раççей композиторĕсем
- ССРП композиторĕсем
- Чăваш композиторĕсем
- XX ĕмĕрти композиторсем
- Композиторсем, алфавитпа
- 1884 çулта çуралнисем
- Çăвăн 1-мĕшĕнче çуралнисем
- 1976 çулта вилнисем
- Нарăсăн 28-мĕшĕнче вилнисем