Марков Борис Семёнович
Борис Марков | |
Çуралнă чухнехи ят: | Борис Семёнович Марков |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | Пуш, 7, 1924 |
Çуралнă вырăн: | Хитекушкăнь ялĕ, Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РСФСР, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 1977, пуш, 25 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП |
Гражданлăх: | |
Професси: | режиссёр, артист, педагог |
Чыславсемпе парнесем: | Чăваш халăх артисчĕ |
Марков Борис Семёнович (1924 çул, пуш, 7 Чăваш Ен, Элĕк районĕ, Хитекушкăнь ялĕ — 1977 çул, пуш, 25, Мускав- Шупашкарта пытарнă), — РСФСР халăх артисчĕ, чăваш халăх артисчĕ, театр режиссёрĕ, ССРП Аслă Канашĕн депутачĕ (1962-66)[1].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Хитекушкăнь ялĕнче çуралнă. Тавăт ялĕнчи шкулта вĕреннĕ.
Шупашкарти педтехникумра ăста пĕлĕвне илнĕ. Вĕренсе тухсан Тавăтри вăтам шкулта ачасене вĕрентнĕ.
Вăрçă пуçлансан Борис Семенович нимĕç нацисчĕсене хирĕç çапăçма фронта тухса кайнă, артиллери чаçĕнче хĕсмете тăнă.
Вăрçă вĕçленсен Борис Марков ГИТИСа вĕренме кĕрет. Алла актёр диплом илсен, Шупашкара ĕçе таврăнать. Çиччĕ çул Чăваш академи театрĕнче спектакльсенче тĕп сăнарсене вылять. Чăваш АССР халăх артисчĕн ятне тивĕçет.
1959 çулта Б. Марков ГИТИСра режиссура факультетĕнче вĕренсе тухсан мусăк режиссёрĕ вырăнĕнче ĕçлет. Ăна чăваш мусăк театрне йĕркелеме чĕнеççĕ, театрăн тĕп режиссерĕ пулма çирĕплетеççĕ. Борис Семёнович кунта вокал тата балет студисене уçать.
1960 çулхи çу уйăхĕнче Борис Марков тăрăшнипе Чăваш патшалăх муcăкпа драма театрĕн сцени çинче чăвашсен пĕрремĕш опери – Федор Васильевăн «Шыварманĕ» — çуралать. Кăштах вăхăт иртсен Б. Мокроусовăн «Чапай» опери те (Раççейре пĕрремĕш ăстрăм!) çут тĕнчене тухать.
Чăваш музыка театăрĕн тĕп режиссерĕн ĕçĕсене туса пынипе пĕрлех Б.С. Марков 1968-1972 çулсенче ССР Пĕрлешĕвĕн Мăн театрĕнче опера режиссёрĕн пулса ĕçлет, ГИТИСра лекцисем вулать, доцент ятне тивĕçет.
1966 çулта Борис Семёновича РСФСР Культура министерствине ĕçе илеççĕ, опера театăрĕсен управленин пуçлăхĕ пулма çирĕплетеççĕ.
Борис Семенович Марковăн чаплă ĕмĕрĕ кĕске пулнă, унăн чĕри 1977 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче тапма чарăнать.
Халăх юратнă ентеше Шупашкарти мемориал çăвине пытарнă.
Пичетленĕ кĕнекесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Борис Семёновичл ӳнер ыйтăвĕсемпе 2 кĕнеке, 40 ытла статья çырнă.
- «Рождение музыкального театра Чувашии»,
- «Мой театр»
Тăванлăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Марков Анатолий Семёнович, - шăллĕ, физик-педагог, Чăваш АССР Аслă Канашĕн председателĕ (1971-75), Чăваш патшалăх И.Я. Яковлев ячеллĕ пединститучĕн ректорĕ (1963–83).
- Канюкова Александра Семёновна — аппăшĕ, филологи ăслăхĕсен кандидачĕ (1950).
Чыслани
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш АССР халăх артисчĕ.
- СССР Аслă Канашĕн депутачĕ,
- Лăпкăлăха хӳтĕлекенсен комитечĕн пайташĕ, РСФСР Культура министерствин коллегийĕн пайташĕ, партин Чăваш обкомĕпе Шупашкар хула комитечĕн пайташĕ.
- РСФСР халăх артисчĕ,
- РСФСР ӳнер ĕçĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
- К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ (1969).
- Ӳнере аталантарас енĕпе ырми-канми, ăнăçлă ĕçленине пысăка хурса хакласа Б.С.Маркова «Хисеп палли» ордена парса хисепленĕ.
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Тавăтри вăтам шкул унăн ятне тивĕçнĕ
- Шупашкарти урам ячĕ[2]
- Карачарсков Николай Прокопьевич, Борис Марков портречĕ
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Борис Семенович Марков : [буклет] / ред.-сост. И. Евсеева. – Шупашкар : Б. и., 1994. – 1 л. : ил., портр.
- Канюкова, А. С., "Жизнь, отданная театру"/ А. С. Канюкова, А. С. Марков. – Шупашкар : Изд-во ЧГУ, 1999. – 134 с. : ил.
- Алексеев, О. "Оперăпа балет театрне – Борис Марков ятне" / О. Алексеев // Хыпар. – 2001. – 16 çу.
- Кондратьев, В. "Борис Марков пурнăçĕпе паллаштарать" / В. Кондратьев // Хыпар. – 2001. – 21 нарăс.
- Заломнов, П. Д. "Марков Борис Семенович" // Заломнов, П. Д. Чувашский государственный театр оперы и балета и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Шупашкар, 2002. – С. 25-26.
- Марков, А. С. "На театральных подмостках трагедии разыгрываются по-настоящему" / А. С. Марков // СЧ–Столица. – 2000. – 26 янв. – 1 февр. (№ 3). – С. 15.
- Романов, П. В. "Марков Борис Семенович" / П. В. Романов // Краткая чувашская энциклопедия. – Шупашкар, 2001. – С. 263.
- "Аликовская энциклопедия", редколлеги: Ефимов Л.А., Ефимов Е.Л., Ананьев А. А., Терентьев Г. К., Шупашкар, 2009, ISBN 978-5-7670-1630-3.
Çав. пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- В.Давыдов-Анатри Борис Марков пирки
- Гала-концертом завершился оперный фестиваль в Чувашии 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Гала-концерт в селе Аликово 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. (выр.)
- Знатные люди Чувашии: Борис Семенович Марков 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.(выр.)
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Элĕк районĕнче çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- РСФСР халăх артисчĕсем
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх премин лауреачĕсем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Мусăк педагогĕсем
- Педагогсем, алфавитпа
- Чăваш артисчĕсем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем, алфавитпа
- ССРП пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- Чăваш режиссёрĕсем
- Раççей артисчĕсем
- Раççей актёрĕсем
- Чăваш актёрĕсем
- Раççей режиссёрĕсем
- ССРП актёрĕсем
- ССРП режиссёрĕсем
- Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕсем
- Чăваш АССР халăх артисчĕсем
- ССРП Аслă Канашĕн 6-мĕш чĕнĕвĕн депутачĕсем
- Пайăр çынсем:Большой театр
- Нарспи
- Пушăн 7-мĕшĕнче çуралнисем
- 1924 çулта çуралнисем
- Пушăн 25-мĕшĕнче вилнисем
- 1977 çулта вилнисем
- Пайăр çынсем:К. В. Иванов ячĕллĕ ЧПАДТ
- Пайăр çынсем:Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинчи артиллеристсем
- Шупашкарта пытарнисем
- Асамлӑ ISBN каҫӑсемпе усӑ куракан страницӑсем