Каверин Вениамин Александрович
Курӑнакан калӑплав
Каверин Вениамин Александрович (чăн хушамачĕ Зильбер), — вырăс совет çыравçи. 1902 çулхи ака уйăхĕн 19 Псков хулинче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 2 Мускавра çĕре кĕнĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1923 çулта Хĕвелтухăç чĕлхисен институтне, 1924 çулта Ленинград патшалăх университетăн историпе филологи факультетне пĕтернĕ.
1920 çулсен пуçламăшĕнче «Серапион пиччĕшĕ-шăллĕсем» литература ушкăнне кĕнĕ. 1929 çулта «Барон Брамбеус. Осип Сенковский историĕ» диссертацине хӳтĕленĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хăйĕн пĕрремĕш «18... çулхи Лейпциг хулин хроники» калавне 1922 çулта пичетлесе кăларнă.
Вăл çырнă ĕçсем:
- «Кĕвеçекен, е Васильевски уравĕ çинчи Каçсем» (Скандалист, или Вечера на Васильевском острове, роман, 1928).
- «Ĕмĕтсем пурнăçланни» (Исполнение желаний, роман, 1-2 кĕнекесем, 1934—1936).
- «Икĕ капитан» (Два капитана, (роман , 1-2 кĕнекесем, 1938—1944; Сталин премиĕ, 1946)
- «Уçă кĕнеке» (Открытая книга, роман, 1949—1956).
- «Çичĕ таса мар мăшар» (Семь пар нечистых, повесть, 1962)
- «Косой дождь» (повесть, 1962)
- «Шăпан Тăххăр вуннăмĕшĕ» (Девять десятых судьбы)
- «Çăмăл утăмсем» (Легкие шаги)
- «Лайăх çынсем нумай, пĕри ăмсанаканни» (Много хороших людей и один завистник)
- «Митяпа Маша çинчен, Хаваслă трубочистпа Ылтăн алăллă ăста çинчен» (О Мите и Маше, о Веселом трубочисте и Мастере золотые руки)
- «Пиллĕкмĕш çÿревçĕ»