Контент патне куҫ

Кăпчаксем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кăпчаксем, — Вăтам ĕмĕрсенчи тĕрĕк халăхĕ. Вĕсем пурăнакан вырăна Аслă Çĕçенхир, Дешт-и-Кыпчак е «Половецкая степь» тенĕ.

VIII ĕмĕрте Казахстанпа Кăнтĕр Çĕпĕр (Иртышăн малтанхи юхăмĕнче) çеçенхирĕнче йĕркеленнĕ. XI ĕмĕрте Хĕвелтухăç Европăри çеçенхире куçса килнĕ. Дунай таранхи çĕрсене йышăннă. Руçпе час-часах çăпăçнă. Пĕрремĕш хут вырăссен чикки патне 1055 çулта çитнĕ. 1068 çулта пĕрремеш хут Руç çине тапăнса кĕнĕ. Альта патĕнчи çапăçура Ярославичсен çарне çапса аркатса вырĕс кнеç��ĕхĕсене артатма тытăннă. Кун хыççăн вырăс кнеçлĕхĕсем çине час-часах тапăнма пуçланă. XII ĕмĕрте Владимир Мономах вĕсене Атăлпа Дон тепĕр енне, Кавказ еннелле хăваласа янă. 1190-мĕш çулсенчен пуçласа Руçпе килĕшӳллĕ пурăнма пуçланă.

Калка патĕнчи çапăçура вĕсене тата вырăссене монголсем çапса аркатнă.

Каярах Ылттăн Уртана кĕнĕ. Тĕрлĕ халăхсем шутне кĕрсе пĕтнĕ: казахсем, крым тутарĕсем, çĕпĕр тутарĕсем, нухайсем, пушкăртсем, карачайсем, балкарсем, кумыксем, тутарсем.

Паллă кăпчаксем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]