Ибрагим Ругова
Курӑнакан калӑплав
Ибрагим Ругова, — 2002-2006 çулсенче Косово президенчĕн вырăнне йышăннă политик. 1944 çулхи раштавăн 2 Косовăри Исток обшчинăри Церце ялĕнче çуралнă. 2006 çулхи кăрлачăн 21 ӳпке ракĕпе чирлесе вилнĕ.
Франци чĕлхине пĕлнĕ. Авланнă, икĕ ывăл тата хĕр пăхса çитĕнтернĕ.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Приштина университечĕн албани литературин факультечĕнче вĕреннĕ. Кунтах кандидан ĕçне хӳтĕленĕ.
1989 çулăн пуçламăшĕнче Косовори демократсен пĕрлешĕвĕ ятлă Косовăн пĕрремеш партин�� йеркеленĕ. Вилес кунĕччен хăйех çав партине ертсе пынă. 2002 çулхи пуш уйăхĕн 4 ăна Косовăн президенчĕ вырăнне суйласа илнĕ.
Президентăн сывлăхĕ япахланни çинчен 2005 çулхи раштавăн 28 паллă пулнă. 2006 çулхи кăрлачăн 21 хăйĕн резиденцинче вилнĕ.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кулляну кĕнеки 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.