Актиний
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Актини / Actinium (Ac) | |
---|---|
Атом номерĕ | 89 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | Шурă-кĕмĕл тĕслĕ йывăр радиохастар металл |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
227,0278 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 188 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
665.5(6.90) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Rn] 6d1 7s2 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | n/a пм |
Ион радиусĕ | (+3e) 118 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
1.1 |
Электрод потенциалĕ | Ac←Ac3+ -2.13В Ac←Ac2+ -0.7В |
Оксидлав капашĕсем | 3 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 10,07 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 27,2[1] Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | n/a Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 1320 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | (10.5) кДж/моль |
Вĕрев температури | 3470 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | (292.9) кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 22.54 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубическая гранецентрированая |
Решетке периочĕ | 5.310 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | n/a K |
Ac | 89 |
227,0278 | |
6d17s2 | |
Актини |
Актини — 89 атом номерлĕ хими элеменчĕ. Ac тесе паллă тăваççĕ (лат. Actinium) , актиноидсен шутне кĕрет.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1899 çулта А. Дебьерно уран смолкинчен полонипе ради кăларнă чухне пулнă каяшсенче тупнă. Çĕнĕ элемента актини ят панă. Нимĕç радиофизикĕ Ф. Гизель çавăн пекех уран смолкинчен, Дебьернтан уйрăм, радиохастар элемент кăларса ăна эмани ят панă. Каярах тунă тĕпчевсем икĕ элемент пĕрех пулнине кăтртнă. Тĕпчевçĕсем çав вăхăтра актинин шевлисене мар, унтан пулнă 227Th (радиоактини) и 230Th (иони) сăнанă..
Ячĕ пулса тухни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Латинла— Actinium, грекла «актис» — шевле сăмахран.
Çутçанталăкра тупăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актини чи сайра тĕл пулакан радиохастар элементсен шутне кĕрет. Çĕр хуппинче вăл 2600 т сахалрах, çав вăхăтрах ради 40 млн т ытла. Çутçанталăкра актинин 3 изотопне тупнă: 225Ac, 227Ac, 228Ac.
Актини яланах уран тăпринче тĕл пулать. Молибденитсенче, халькопиритсенче, асситеритсенче, кварцсенче, пиролюзитсенче актинин шайĕ пысăкрах. Çутçанталăкра питĕ сахал куçма пултарать, уранран чылай майĕпенрех куçать.
Пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актинин арканман изотопĕсем çук. 24 искуствăлла радиохастар изотопĕсем пур.
Актини - кĕмĕл-шурă тĕслĕ лантан евĕрлĕ металл. Радиохастар пулнипе тĕттĕмре хăйне евĕрлĕ кăвак тĕслĕ çутатать. Лантан евĕрлĕ, 2 критсалл форми пулма пултарать, анчах β-Ac формине кăна уйăрма май пулнă. Пĕчĕк температурăллă α-формине уйăрма май килмен.
Атом радиусĕ лантанăнничен кăштах пысăкрах, 1.88 А.
Хими пахалăхĕсемпе лантан евĕрлĕ. Хими пĕрлешĕвĕсенче +3 окислени шайне йышăнать (Ac2O3, AcCl3, Ac(OH)3). Реакцисене хастартарах хутшăнать.
Уйăрни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Уран тăпринчен уйăрни усăсăр, вĕсенче актини сахал пулнипе тата химилле пахалăхĕсем çайра çăр металлĕсемпе çывăхран.
Изотопĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актинин хăшпĕр изотопĕсен радиохастар пахалăхĕсем:
Изотоп | Тăвакан реакци | Аркану майĕ | Çурма аркану тапхăрĕ |
---|---|---|---|
221Ac | 232Th(d,9n)225Pa(α)→221Ac | α | <1 çек. |
222Ac | 232Th(d,8n)226Pa(α)→222Ac | α | 4,2 çек. |
223Ac | 232Th(d,7n)227Pa(α)→223Ac | α | 2,2 мин. |
224Ac | 232Th(d,6n)228Pa(α)→224Ac | α | 2,9 сех. |
225Ac | 232Th(n,γ)233Th(β-)→233Pa(β-)→233U(α)→229Th(α)→225Ra(β-)225Ac | α | 10 кун |
226Ac | 226Ra(d,2n)226Ac | α е β- е электрон тытса илни | 29 сех. |
227Ac | 235U(α)→231Th(β-)→231Pa(α)→227Ac | α или β- | 21,7 çул |
228Ac | 232Th(α)→228Ra(β-)→228Ac | β- | 6,13 сех. |
229Ac | 228Ra(n,γ)229Ra(β-)→229Ac | β- | 66 мин. |
230Ac | 232Th(d,α)230Ac | β- | 80 çек. |
231Ac | 232Th(γ,p)231Ac | β- | 7,5 мин. |
232Ac | 232Th(n,p)232Ac | β- | 35 çек. |
227Ac изотопа радие реакторта нейтронсемпе персе тăваççĕ. Малтанхи ради виçинчен 2.15% таран актини пулма пултарать. Çак реакципе актини виçи грамсемпе виçмелĕх пулать. 228Ac изотопа 227Ac нейтронсемпе персе тăваççĕ. Актиние радинчен, торинчен тата вĕсĕн арканăвĕсемпе пулнă изотпсенчен экстракципе е ион ылмаштарнипе уйăраççĕ.
Актини металне актини трифторидне лити пăсĕсемпе çыхăнтраса кăлараççĕ.
Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]227Ac бериллипе хутăштарсан нейтронсен çăлкуçĕ пулать. Ac-Be-çăлкуçĕсем сахал гамма-квантсем тухнипе уйрăлса тăраççĕ. Вĕсене рудасенче Mn, Si, Al шайне виçмă активаци анализĕсенче усă кураççĕ.
225Ac 213Bi изотоп тума кирлĕ тата радио-иммунотерапи валли.
227Ac радиохастар хăват çăлкуçĕсенче усă курма юрать.
228Ac изотопа пысăк хăватлă β-пайăркасем пулнипе радиоиндикатор вырăнне усă кураççĕ.
228Ac тата 228Ra изотопсен хутăшне медицинăра γ-шевлесен хăватлă çăлкуçĕ пек усă кураççĕ.
Биологиле пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Актини хăрушă радиохастар пысăк α-хастарлăхлă наркăмăшсем шутне кĕрет. Вартан организăма сахал куçсан та вăл организăмра шăмăсен çиелти сиĕнче çирĕп çыхăнать. Малтанах вăл пĕверте пухăнать. Тата актини арканнă май радонăн изотопĕсем пулаççĕ, çавăнпа актинипе ăĕленĕ чухне питĕ сыхланмалла.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Редкол.:Кнунянц И. Л. (гл. ред.) Химическая энциклопедия: в 5 т.. — Мускав: Советская энциклопедия, 1988. — Т. 1. — 100 000 экз.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Каралова З.К., Мясоедов Б.Ф. "Актиний". М. Наука, 1982, 144 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Актиноидсем |
---|
Актини | Тори | Протактини | Уран | Нептуни | Плутони | Америци | Кюри | Беркли | Калифорни | Эйнштейни | Ферми | Менделеви | Нобели | Лоуренси |