Шăнчас
Курӑнакан калӑплав
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Шăнчас (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Шăнчас — вĕçенкайăксен кăкĕ (речĕ)
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла, ытти кăлтăксенчен те хăтăлмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Шăнчас (лат. Sitta europaea) — шăнчас евĕрлисем хушшинчи пĕчĕк вĕçен кайăк, Европăра, Азире тата Çурçĕр Африкăра пурăнать. Шăнчас çерçи пысăкăш кайăк. Юханшыв хĕрринчи хутăш вăрмансене килештерет. Çăмартисем (6-8) шурă, хĕрлĕ хăмăр е хĕрлĕ кăвак пăнчăсемлĕ. Мăшăр шырама нарăс уйăхĕнчех пуçлаççĕ. Хăш чухне кăрлачра та илтме пулать. Пуш уйăхĕнче мăшăр тупаççĕ. Ака уйăхĕнче çăмарта туса чĕп кăлар��а лараççĕ. Çакăн хыççăн вара юрлама пăрахаççĕ. Хĕл каçма кăнтăралла каймаççĕ. Хĕл каçма хăйсем валли курăк вăррисем хатĕрлеççĕ. Хăш чухне пĕр "кĕлетех" 2 килограмм таран апат хунине курма пулать. Хĕлле кăсăясемпе пĕрле çӳреççĕ. Чăвашра вĕсен йышĕ самай.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Леонович В. В., Демина Г. В., Вепринцева О. Д. «Обыкновенный поползень (Sitta europaea L.) и „малые“ поползни (S. villosa Verreaux, S. krueperi Pelzeln): вопросы систематики и филогении». Бюллетень МОИП. Отд. биол., Т. 101, вып. 1. М. Изд-во Московского ун-та 1996 г. С. 37—49.