Николаева Людмила Васильевна
Курӑнакан калӑплав
Николаев хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Николаева Людмила Васильевна (хĕр хушамачĕ Иванова), — чăваш сăвăçи. 1958 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăл ялĕнче çуралнă. 2003 çулта çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăрнарти совхоз-техникумĕнче вĕреннĕ. Кайран Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлĕвне ӳçтернĕ. Агроном пулса ĕçленĕ. Çĕрпӳ районĕнчи хăмла пахчинче бригадир пулса ĕçленĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 16-мĕш шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. Унтах вулавăш-музей библиотекарĕ пулса ĕçленĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак кĕнекесем пичетленс�� тухнă:
- «Сывлăм ӳкнĕ каç»
- «Хурăн куççулĕ»
- «Эс килмерĕн».
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |