Кошевой Пётр Кириллович
Пётр Кири́ллович Кошево́й (раштав, 21 1904 — çурла, 30 1976), совет çарпуçĕ, Совет Союзĕн Маршалĕ (1968). Ике хут Совет Союзĕн Паттăрĕ (çу, 16 1944, ака, 19 1945).
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Херсон кĕпернине кĕнĕ Александрия хулинче украин касак кошевой атаманĕсенй йăхĕнчен пулакан çĕр ĕçтешĕн çемьинче çуралнă. 1920 çулта Хĕрлĕ Çара хĕсмете тăнă. 1927 çулта кавалери шкклĕнче вĕренсе тухнă та командир тата штабри ĕçĕсене туса пынă. 1939 çулта Фрунзе ячĕллĕ академире ăнăçлă вĕçлесен, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи умĕн полковник хисепĕпе дивизи штабĕн пуçлăхĕ пулнă.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче (1943 çулхи авăн уйăхĕччен — стрелок дивизин, кайран стрелок корпусĕн, командирĕ) проявил себя как инициативный и волевой командующий. Темиçе паллă çапăçăва иртернĕ, Севастополь патĕнчи Сапун-тăвне штурмлани тата Кёнигсберга илнĕ (çак çпăçусемшĕн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ чыславапа тивĕçтернĕ). Вăрçăна генерал-лейтенант хисепе çити ӳссе вĕçленĕ. Çĕнтерӳ парадĕнчеВиççĕмĕш Беларуç фрончĕн пухнă полкĕпе командăланă.
Вăрçă хыççăн Кошевой çарпуçĕ тата вăрçă администраторĕ (унăн мăнукĕ, П. Г. Паламарчук çыравçă каланипе, «унăн юнташĕ Баграмян маршал ăна çав саманари пĕрремĕш вырăнти çар çынни тенĕ»), карьерăпа Хӳтĕлев министервинчи ĕç вырăнĕсемшĕн çунман, нихçан та Мускавра хĕсметре тăман тесе мухтаннă. Çарăн çарпуçĕ (1946—1955), Германири совет çарĕсен ушкăнĕн Тĕп çарпуçĕ (1955—1957), Çĕпĕр вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ (1957—1960), Кейӳ вăрçă тăрăхĕн çарĕсен çарпуçĕ (1960—1965) хĕсметĕнче тăрăшнă.
Германире хĕсметре тăнă чухнĕ (1965—1969) Ушкăнăн çапăçăва хатĕрлĕхне самаях ӳстернĕ (унăн «виççĕ кун хушшинче Гибралтара çитмелле пулнă). 1968 çулхи акан 15-мĕшĕнче Кошевой çар генералне (П. Ф. Батицкипе пĕрле) Совет Союзĕн Маршалĕ хисепе панă.
Анчах та 1969 çулхи юпа уйăхĕнче Кошевойа Тĕп çарпуç ĕç вырăнĕнчен хăтарнă, унăн вырăнне В. Г. Куликова лартнă. Çакăнтанпа куçне хупиччченех вăл отставкăри Маршалсен хисеплĕ ĕç вырăнне — «ССРП Хӳтĕлев министерствин тĕп инспекторĕ» пулса вăй хунă.
П. К. Кошевой Маршала Мускавра, Новодевичье çăвине пытарнă.
Чыславсемпе парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 5 Ленин орденĕ,
- 3 Хĕрлĕ Ялав орденĕ
- Октябрь Революци орденĕ
- Суворов орденĕ 2-мĕш степеньлĕ
- 2 Кутузов ��рденĕ 2-мĕш степеньлĕ
- Богдан Хмельницкий (СССР) орденĕ 1-мĕш степеньлĕ
- медальсем
- ютçĕр парнисем.
Кошевой Пётр Кириллович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче
Совет Союзĕн Маршалĕсем | ||
---|---|---|
Ворошилов • Тухачевский1,2 • Будённый • Егоров • Блюхер • Тимошенко • Кулик1,2 • Шапошников • Жуков • Василевский • Сталин • Конев • Говоров • Рокоссовский • Малиновский • Толбухин • Мерецков • Берия1 • Соколовский • Булганин1 • Баграмян • Бирюзов • Гречко • Ерёменко • Москаленко • Чуйков • Захаров • Голиков • Крылов • Якубовский • Батицкий • Кошевой • Брежнев • Устинов • Куликов3 • Огарков • Соколов3 • Ахромеев • Куркоткин • Петров3 • Язов3 1 Хисепе çухатнисем 2 Хисепе тавăрнисем 3 Халĕ пурăнакансем |
Совет Союзĕн Паттăрĕсем | ||
---|---|---|
- Совет Союзĕн Маршалĕсем
- Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- Икĕ хут Совет Союзĕн Паттăрĕсем
- СССР çарпуçĕсем
- СССР Аслă Канаш депутачĕсем
- Ленин орден кавалерĕсем
- Суворов орден кавалерĕсем
- Хĕрлĕ Ялав орден кавалерĕсем
- Кутузов орден кавалерĕсем
- Октябрь Революци орден кавалерĕсем
- Богдан Хмельницкий орден кавалерĕсем
- Çынсем, алфавитпа
- Раштавăн 21-мĕшĕнче çуралнисем
- 1904 çулта çуралнисем
- Çурлан 30-мĕшĕнче вилнисем
- 1976 çулта вилнисем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем