Каштанов Михаил Филиппович
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Каштанов, Михаил Филиппович - Чăваш Ен комсомолĕн чи малтанхи ертÿçисенчен пĕри, каярахпа техника ăслăлăхĕсен кандидачĕ, инженер-полковник.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Патăрьел районĕнчи Çĕнĕ Ахпӳртре 1902 çулхи çĕртмен 12-мĕшĕнче çуралнă.
Чăваш косомол активисчĕ. РКСМ III съезчĕн делегачĕ (1920.
Чăваш комсомол обкомĕн секретарĕ (1920, юпа).
1921 çулхи çу уйăхĕнче комсомол обкомĕ ăна Мускаври Я. С��ердлов ячĕллĕ хĕвелтухăç халăхĕсен институтне, кайран Ленинградри М.Калинин ячĕллĕ политехника институчĕн электротехника факультатне вĕренме кĕрет университетне 2-çуллăхри курсене ярать.
Ун хыççăн Ленинградри электротехника институтĕнче, С.М.Буденный ячĕллĕ Çар çыхăну электортехника академинче вĕрентет.
1942 çулта кандидат диссертацине хӳтĕлет.
1945-1949 çулсенче Хусанти офицерсен техника бронетанк аслă шкулĕнче вĕрентет.
Ун хыççăн 11 çул Мусквари Ленин орденлĕ бронетанк çарĕсен Çар академинче вĕрентет.
Нимĕç, акăлчан, франци чĕлхисене пĕлнĕ.
Каштанов Сергей Михайловичăн ашшĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Çак статьяра çăлкуç каçисене пĕлтермен. Информаци тĕрĕссине кăтартакан çăлкуç пулмалла, унсăрăн ăна кăларса пăрахма та пултараççĕ.
Эсир çак статья валли сумлă çăлкуç тупса хушма пултаратăр. |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |
Чысĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ленин орденĕ.
- Хĕрлĕ Ялав орденĕ.
- Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.