Именкасси (Красноармейски районĕ)
Именкасси
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Именкасси (выр. Именево) — Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен ял.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вăл Шупашкартан 45, Çĕрпӳрен 13 çухрăмра, Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă. 1923 çулччен Чирĕклĕ Именкасси ятлă пулнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хальхи вăхăтра ялта 500 яхăн çын пурăнать. Кунта вăтам шкул, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, библиотека пур. Хăй вăхăтĕнче Именкассинче Михаил Архангел чиркĕвĕ пулнă. Сыхланса юлман.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ял ячĕ тутар чĕлхинчи имен ("юман") сăмахран йĕркеленнĕ. Историксем каланă тăрăх, Именкасси XII ĕмĕртех пуçланса кайнă. Кунтан куçса кайнă чăвашсем XVII - XVIII ĕмĕрсенелле Патăрьел тăрăхне кĕрекен Именкасси ялне йĕркелесе янă.
1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Чурачăк вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Çĕрпӳ районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 16 ял Красноармейски районне кĕнĕ. 1962 çулхи раштавăн 20 яла Çĕрпӳ районне кĕртнĕ, 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фомин Эдуард Валентинович — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шачкин, К. Ф. Чиркӳллĕ Именкасси. Çулсем. Çынсем / К.Ф. Шачкин. - Шупашкар : Çĕнĕ вăхăт, 2007. - 144 с.
- Шачкин, К. Ф. Чиркÿллĕ Именкасси шкулĕ / Константин Филиппович Шачкин. — Шупашкар : Чăваш кĕнеке издательстви, 2001. — 139 с.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |