Ветке республики
Ветке вечин респу́блики — ытларах Ветке юханшывăн бассейнĕнче вырнаçнă Ветке çĕрĕн çӳллĕ вăтам ĕмĕрсенчи (XIV―XV) политикăри тытăмлăх форми.
Пĕрлехи хыпарсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Костомаров историк шухăшĕпе, Ветке республикинче кнеçсем пулман, çапах та çакна пĕтемпех йышăнмалла мар (Костомаровăн ĕнентерекен аргументаци çук). Вырăнти хăшпĕр тĕпчевçĕсем каланипе, Ветке республики хуласен (Хлынов (хал. Ветке, Котельнич тата Орлов) конфедерацийĕ пулнă.
Ветке çĕрĕнчи пĕрлĕх 3 ушкăнран тытăнса тăнă: пĕрремĕш — шултра феодалсем, çав шутра боярсем, выр. житьи люди, купсасем, православи тĕнĕн хакаллăх элчисем, хресченсемпе ăстаçăсем, тата феодалсене пăхăнакан тара кĕрсе ĕçлекен хресченсем тата холопсем. Респулика экономики натураллă хуçалăх продукчĕсене туса кăларнă, ал ăсталăх япалисене кӳршĕри йăхсене тата çĕршывсене сутнă.
Ветке юханшывăн бассейĕнне VIII―X ĕмĕрсенче пĕрремĕш финн-укăр йăхĕсем йышăннă. Вырăссем кунта Çурçĕр-Анăç тата Çурçĕр-Тухăç Руçĕн территоринчен XI ĕм. ― XIII ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тапхăрта (урăх çăлкуçсенче — в XII—XIII ĕмĕрсенче) куçса килнĕ. Ветке республикине çулçыравĕсенче пĕрремĕш 1374 çулта асăннă; ун чухне новгород ашравçисем территорию Пăлхар улусĕ çине харçăпа кайнă, çав хушăрах Ветке çĕрне те тустарнă.
Ветке ашравçисем, хăйсем те, Вырăс патшалăхĕн, Хусан ханлăхĕн тата Мăн Уртан çĕрĕсем çине харçăпа пынă (Çĕнĕ Сарая çаратнă). Ветке республики пăхăнман уйрăм патшалăх е сепаратизм енĕпе Новгород республики хĕрринче туса хунă тытăмлăх пулни пирки халиччен те пĕлмен. Мускав кнеçлĕхĕ темиçе хутчен те Ветке çине вăрçă-харçăпа килнĕ хыççăн иккĕмĕшне Мускав ярса илнĕ.
Ветке республики пирки темиçе литература хайлавĕнче — «Москва слезам не верит», «Хлыновцы» тата «Упреждающий удар» — çырса кăтартнă.
Географи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Волков В. А. Вятский поход Данилы Щени в 1489 году // Преподаватель XXI век : журнал. — 2014. — № 4.
- Костомаров Н. И. Исторические монографии и исследования Николая Костомарова. — СПб.: Издание Д. Е. Кожанчикова, 1863. — Т. 1.
- Кряжевских А. Л. Археологическое изучение Кировской области в 1950-е гг // Вестник Вятского государственного университета : журнал. — 2009.
- Помелов В. Б. Конец Вятской вечевой республики, или откуда взялось выражение «Москва слезам не верит». — № 11.
- Халявин Н. В. О вкладе Н. И. Костомарова в историографию Вятки // Историко-культурное наследие народов Урало-Поволжья : журнал. — 2019. — № 2.
- Эммаусский А. В Вятка в XII―XV веках / Гл. ред. В. А. Ситников // Энциклопедия земли Вятской : энциклопеди. — 1995. — Т. 4. — ISBN 5-86645-010-0.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киров облаçĕн историйĕ |
|
---|---|
Киров облаçĕн территорийĕ Авалхи тĕнчере | |
Киров облаçĕн территорийĕ Вăтам ĕмĕрсенче |
Ветке çĕрĕ (Ветке çĕрне славянсем колонизацилени • Еманаевский могильник • Шабалино хулашĕ) • Новгород республики (Никулицына, Котельнича тата Хлынова никĕслени) • Ветке республики |
Киров облаçĕн территорийĕ Раççей империнче |
Ветке провинцийĕ (малтан Çĕпĕр, кайран Хусан кĕпĕрнисен йышĕнче) • Ветке енлĕхĕ • Ветке кĕпĕрни • Раççейри выçлăх |
Киров облаçĕн территорийĕ ССРП йышĕнче | |
Киров облаçĕн территорийĕ РФ йышĕнче |