Па́рхи — пирĕн эрăччен 1500 çултан маларах мар Каспи тинĕсĕнчен кăнтăр-тухăçалла выртнă аваллăхри территори. Иран чĕлхиллĕ йăхсем пурăннă. П. эрч. VI ĕмерчен, Македони Александрĕ çĕнсе иличчен, Пархи Ахеменидсен тăрăмĕн пĕр сатрапине кĕнĕ, каярах Селевкидсен патшалăхне куçнă, п. эрч. 250 - 227 çулсенче Пархи территоринче Пархи патшалăхĕ тытăнса тăнă. Селевкидсен патшалăхĕ сӳнсе пынă май, Пархи тĕрекленсе сарăлса пынă. Хăйĕн чи хăватлă тапхăрĕнче Пархи патшалăхĕ Вавилонирен, Иран урлă, Инд айлăм��е çити выртнă. Пархи патшалăхĕ 227 çул тĕлнелле, Сасанидсен патшалӑхӗ çуралсан, пăчланнă.

Аршакид империйĕн территорийĕ.
Пархи юланучĕ. Палаццо Мадама куравĕ, Турин.

Географи

тӳрлет

Пархи, пĕрлехи йĕрсемпе, çурçĕр-тухăç Иранпа тата Кăнтăр Туркменипе, танлашать. Вăл çурçĕр енче Каракумпа чикĕ тытнă, кăнтăрта Копетдаг туне тата Дешт-и Кавир пушхирне йышăннă. Мидипе анăçра, Гирканипе çурçĕр-анăçĕнче, Маргианăпа çурçĕр-тухăçра тата Арейĕпе (Герат оазисĕпе) кăнтăр-тухăçĕнче чикĕленнĕ. 3 облаçе пайланнă: Астауэна, Пархиен тата Алаварктикена.

Асăрхавсем

тӳрлет

Литература

тӳрлет