Анавгай (коряк Анавн’ай — ҫемҫе чӑрӑш сухӑрӗ[1]) — Камчатка Енри Быстрая районĕнчи ял. Анавгай ял тăрăхне кӗрет.

Ял
Анавгай
Анавгай
Анавгай
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Камчатка Ен
Муниципаллă район Быстрая районĕ
Ял тăрăхĕ Анавгай
Координатсем 56°03′25″ с. ш. 158°57′58″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Гайнутдинов Э.А
Никĕсленĕ 1934
Пĕрремĕш асăну 1926
Ял  Ял
Этнохороним анавгайсем
Телефон кочĕ +7 +7 41542
Почтă индексĕ 684350
ОКАТО кочĕ 30 204 000 002
Анавгай (Раççей)
Точка

Географи

тӳрлет

Ял Петропавловск-Камчаткăрирен 495 км, Анавгай тата Быстрая юханшывӗсен пӗрлешнӗ вырӑнӗнче, вырнаҫнӑ. Быстрая районĕн центрĕнчен (Эссо ял) тӳрĕ çулпа 25 çухрăм.

Истори

тӳрлет
 
Анавгая курав

XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче вăтăрмĕш çулсенче ял никĕслени историйĕ пуçланă. Тĕрĕссипе пĕлмен.

1926 çулхи нарăсăн 8-мĕшĕнче Анавгай йăхĕн пухăвĕнче йăх канашне туса хума йышăннă (ертӳçĕ — Инданов Иван Маркович, Канаш хутшăнаканĕ — Гилканов Иннокентий Игнатович тата Черканов Сергей Гаврилович), тата урăхлă эвен йăхĕсемпе пĕрлештермелле: Лаунчанпа Кекунай.

1932 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнчен ВЦИК йышăнăвпе Быстрая нациллĕ (Эвен) районне пулакан çав вăхăтра Быстрая Ламут тузем районĕн чиккисенче туса хунă. Администраци центрĕпе Оновгайра[2]. Унтан администраци центрне Эссо ялта пулса лартнă.

1934 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче вырăнти депутатсен Канашне суйлавĕсен кунĕнче Анавгай ял пекех пулса танă.

1941 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Анавгайри Молотов ячĕллĕ товариществин хуçа центрĕ пекех пулса танă. Çар вăхăчĕнче 24 вĕрентекенсемпе 1-мĕш çамрăк шкулĕ (2 классран), ача-пача çурчĕ, почта медпункт, лавкка, столовăй, пĕçермелле çурт тунă. Ăшă çăлкуçсенче çулăн 47-мĕш çухрăмра малтан тăру, унтан канмалли зони тунă. Унта утă çулни çĕрĕ пулнă.

1960-мĕш çулсенче, малалла "перспективлă мар" ялсене пăрахăç кăларнă: 1960 çулта Лаучан, 1964 çулта Тваян, 1969 çулта Быстрая. 1969 çулта «Анавгайский» совхоз тунă.

1967 çулта эвен ачасемшĕн сад-ясли уçнă. 1960-мĕш çулсен варринчен вĕренӳ вырăс чĕлхипе туса пынă. Ача-Эвенсемшĕн ку негативлă пулнă. Вĕсем традицисем маннă.

1978 çулта саккăрри шкул тунă, унта тăххăрти. 1980 çулта шкул-интернат тунă, 1985 çулта культура çурчĕ.

Халĕ, туризм, наци культури, традицисем аталанаççĕ. Кунта Эвен нациллĕ ансамблĕ ĕçлет[3].

Анавгай ял тăрăхĕ

тӳрлет

Ял тӑрӑхӗн чиккисемпе статусӗ 2004 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗнче Камчатка облаҫӗн № 243 «Об установлении границ и о наделении статусом муниципальных образований на территории Быстринского района Камчатской области» саккунӗпе йышӑннӑ[4].

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет