Этнохороним
Этнохоро́ним (грекла ἔθνος, «халăх» + χῶρος, «вырăн» + όνυμα, «ят»), этникон — харпăр вырăнта пурнакансен ячĕ, чылай чухне тивĕçлĕ топонимпа майлашăннăскер. Чăваш чĕлхинче этнохороним топоним çумне -сем аффикс хушăннипе пулать. Нумайлă хисеппе пăтраштарассинчен контекст сыхлать. Çырура чухне тата тивĕçлĕ орфографин те сыхлас вăйăмĕ пур. Этнохоронимла сăмахăн пĕррелĕ тата нумайлă хисепĕсем те чăваш чĕлхинче пĕр формăпах палăраççĕ: урăхла каласан, вĕсен уйрăмлăхĕсем çук.
Чăваш чĕлхинчи этнохороним пулăвĕн тĕслĕхĕсем
тӳрлет- Шупашкарсем Кинешма артисчӗсене хапӑл тусах йышӑннӑ (chuvash.org сайт).
- Туçасем вăл, — терĕ атте, — çăмарта пухакан, станцие кайнă пулмалла. Лав хыççăн лав иртет пире хирĕç, пурте Йĕпреçрен таврăнакансем. (А.Талвир. Пăва çулĕ çинче :: Ухик таврăнни).
- Анат Туçасем акана хатĕрленеççĕ (Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ. — 15.02.2014).
- Муркашсем — çĕнтерÿçĕсем! ("Хыпар" хаçат. — 7, Ноябрь, 2014.
- Кивĕахпÿртсем иккĕмĕш вырăна тухнă. (Канаш районĕн "Канаш" хаçачĕ. — 13, апрель, 2011 ç.)
- Сасăлавра анаттуçасем 476-ăн (95,4:) хăйсен шухăшне палăртрĕç (1). Пăлапуç Пашьелсем сасăлава пысăк хастарлăхпа хутшăннă (2). Икĕ тĕслĕхĕ те пĕр тĕлтен, пĕр статьяран (Патăрьел районĕн "Авангард" хаçачĕ. — 07, март, 2012 ç.).
- Улхашсемпе шăмăршăсем, теччĕсемпе чĕмпĕрсем, çĕнйĕлмелсемпе кивчукалсем, аксусемпе махачкаласем тата ыттисем тупăшса вăй виçрĕç. (Хусанти "Сувар" хаçат. 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче архивланӑ. — 844-мĕш кăларăм).
- Ку ыйтăва Çĕнĕ Шупашкарсем пĕрре кăна мар çĕкленĕ (Çĕнĕ Шупашкар: пурнăç пахалăхĕ çуллен лайăхланать. — "Хыпар" хаçат, 5, август, 2016).
- "Шуркелсем" Владимир Ухли çырнă роман ячĕ ( А.Е.Алга пуххинчи кĕнекесем(ĕçлемен каçă).
Этнохоронимсене тĕрĕс çырасси
тӳрлетЭтнохоронимсене епле çырасси тĕлĕшпе йĕркевсенче[1] ятарлă параграфсем çук. Çапах та вĕсене, пайăр мар ят пулнине кура, пĕчĕк саспаллирен пуçласа çырмалла пуль. Çавăн пекех, топоним темиçе компонентран тăнă чухне те, пĕрле çырмалла пек, мĕншĕн тесен урăхла çырмашкăн сăлтавĕ çукрах. Практикăра вара (пурнăçра) апла та, капла та çырни те тĕл пулать. Çакă илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен те аванах курăнать.
Практикăра апла та, капла та çырнин сăлтавĕсем
тӳрлетХаллĕхе ку ыйтăва çутатакан материалсем (сумлă çăлкуçсем) курăнмаççĕ-ха.