Контент патне куҫ

Барнаул

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пичетлемелли версипе урӑх усӑ курмастпӑр, унта йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ. Браузерӑн суйласа илнисене ҫӗнетӗр та ҫакӑн вырӑнне браузерӑн ахаль пичет функцийӗпе усӑ курӑр.
Хула
Барнаул
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Алтай Ен
Хула тăрăхĕ Барнаул хули
Координатсем 53°20′50″ с. ш. 83°46′42″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Пуçлăх Франк Вячеслав Генрихович
Никĕсленĕ 1730
Пĕрремĕш асăну 1730-мĕш çулсем
Хула  Хула
Лаптăк 322,01[1] çм²
Центр çӳллĕшĕ 180 м
Йышлăх 1934,9 çын/çм²
Агломераци Барнаул агломерацийĕ
Наци йышĕ вырăссем, нимĕçсем, украинсем, эрменсем те ыттисем
Конфесси йышĕ православисем те ыттисем
Этнохороним барнаулсем, барнаулри
Вăхăт тăрăхĕ UTC+7
Телефон кочĕ +7 +7 3852
Почтă индексĕсем 656xxx
Автомобиль кочĕ 22
ОКАТО кочĕ 01 401 000 000
Официаллă сайчĕ http://www.barnaul.org/
Барнаул (Раççей)
Точка

БарнаулРаççейри хула, Алтай крайĕн тĕп хули (1937 çултанпа) тата пĕр ятпа хула тăрăхĕн. Хула халăхĕ — 623 057 çын[2] (2023). Пиллĕкмĕш хула Çĕпĕрте, çирĕммĕш Раççейре халăх шучĕпе. Хĕвеланăç Çĕпĕрĕн кăнтăр енче вырнаçнă, ăçта Барнаулка Обьра юхать. 1730 çулта никĕсленнĕ, паççулкă пекех, А.Н. Демидовăн кĕмĕл-шăратакан савучĕ(выр.)чăв. патне. Пысăк транспорт тĕвĕ, промышленноç, культура, медицина тата вĕренӳ хули. Статус "Ĕçри хастарлăх хули»[3] пур.

Этимологи

Хула ячĕ çинчен темиçе гипотеза пур. Çыравçă тата таврапĕлӳ вĕрентӳçĕ Марк Юдалевич тĕрлĕ шухăшĕсем пуçтарчĕ[4]. Вĕсемпе "Барнаул" ячĕ тĕрĕк, монгол е кет чĕлхисенчен кайнă, анчах хула ячĕ куçарнишĕн тĕрлĕ вариантсем пур.

Кунçул

1730 çул Барнаул хули никĕсне хывни официаллă шутланать. Акинфий Демидов 200 хресченсем алтайри заводсен капаштарлăхĕ илсе килнĕ. Усть-Барнаул ялĕнче нумай çынсем Вăтаçĕр Раççейрен тата Уралтан кайнă.

7 (20) раштавăн 1917 çулта кунта Совет влаçĕ кайнă.

1937 çулта Алтай Енĕн тĕп хули статусне панă.

Географи

Вăрман-степĕн Хĕвеланăç çĕпĕр тӳремлĕхĕнче вырнаçнă. Обьçум тӳремсăртлăхĕн çурçĕр-хĕвелтухăç енче, Обь çӳлти юханшывĕнче унăн сулахай çыранĕнче, Барнаулкăпа шыв юхса кĕнĕ вырăнта вырнаçнă. Çурçĕрпе хĕвелтухăç енчен Барнаул Обь юханшывĕпе чикĕленет, кăнтăр-хĕвеланăç енче - вăрманĕпе. Мускавран 3419 км.

Географи координачĕсем: 53°20,84′ с. ш. 83°46,74′ в. д.HGЯO. Барнаул широтсенче вырнаçнă малалла хулисем пек: Гамбург, Дублин, Кокчетав, Ливерпуль, Минск, Петропавловск-Камчаткăри, Самар, Магнитогорск тата Эдмонтон.

Сехет

МСК+4 сехет зонинче (Мускавран +4 сехетрен). Тĕнчери UTC+7 сехет зонинче (Гринвичран +7 сехетрен)[5].

Халăх

2020 çулта пĕтĕм Раççей халăх çыравĕпе, 2021 çулта юпăн 1-мĕшĕнче хула халăхпа 20-мĕш вырăнта Раççей Федерацийĕнче пурте 1120 хулисенчен вырнаçнă.

Наци йышĕ

1989 çулхи наци йышĕ: 89,5% çын вырăссем, 4,8% раççей нимĕçсем, 2,9% украинсем, ыттисем — 2,8%[6]. 2010 çулхи наци йышĕ[7]:

Халăх Çын хисепĕ (%)
вырăссем 629 271 (95,79 %)
раççейри нимĕçсем 6 172 (0,94 %)
украинсем 5 301 (0,81 %)
эрменсем 2 690 (0,41 %)
тутарсем 1 547 (0,23 %)
азербайджансем 1 488 (0,22 %)
Беларуссем 1 253 (0,19 %)
ыттисем 9 261 (1,41 %)
Пĕтĕмпе 670 332

Администрациллĕ пайлану

Барнаулта 5 районсем пур. Чукунçул, Индустриал, Ленин, Юпа тата Тĕп.

Органсемпе влаç

Хула администрацийĕн çурчĕ
Çавăн пекех пăхăр: Барнаул пуçлăхĕсем.

Кунта Алтай крайĕн влаç органĕсем вырнаçнă: Алтай крайĕнчи Саккун тăвакан пухăвĕ(выр.)чăв., крайĕн правительстви(выр.)чăв., арбитраж сучĕ(выр.)чăв..

Хула думи

Хула хăй управлениĕн представитель органĕ — хула думи. Унта 40 депутат лартать суйлакан хула пурăнакансемпе, муниципаллă суйлавсенче 5 çул çине, пĕрмандат суйлани округĕсемпе те парти ят-йышĕсемпе.

Депутатсем думин председателне те хула пуçлăхне суйлаççĕ. Хула пуçлăхĕпе контракт 5 çулсемшĕн çырать

Хула думин председателĕ
Барнаул пуçлăхĕ

Вĕренӳ

  • Алтай патшалăх университечĕ,
  • Алтай патшалăх техник университечĕ,
  • Алтай патшалăх аграри университечĕ,
  • Алтай патшалăх медицина университечĕ,
  • Алтай патшалăх педагогика университечĕ,
  • Алтай патшалăх культура институчĕ,
  • Раççей МВД Барнаул юрист институчĕ.

Культура

Алтай драма театрĕ
Мăшăрлану керменĕ

Тăван хуласем

Çĕршыв Хула-тăвансем Çыхăну çулталăкĕ
АПШ АПШ Флагстафф
Испани Испани Сарагоса
Казахстан Казахстан Усть-Каменогорск Пуш, 30 2012
КХР КХР Байчэн Ака, 30 1992
КХР КХР Чанцзи Раштав, 2006

Çавăн пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Составитель А. М. Родионов, под редакцией В. А. Скубневского Барнаул. Летопись города - хронология, события, факты. — А.Р.Т., 2007. — ISBN 5-9749-0016-2
  • Энциклопедия Барнаула.
  • Атлас Барнаула.
  • Ковалёва А. М. Барнаульский хронограф. Календарь знаменательных и памятных дат. — Барнаул: ГИПП "Алтай", 2008.
  • Пурдик Л. Н. Ландшафты и экология: монография. — Барнаул: Азбука, 2007. — ISBN 978-5-93957-230-9

Каçăсем

Шаблон:Алтай крайĕ