Контент патне куҫ

Кракен

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
19:54, 25 Пуш уйӑхӗн 2011 вӑхӑтри верси Mjbmrbot (Сӳтсе яв | хушни) (r2.7.1) (робот улăштарчĕ: nl:Kraken (mythisch wezen))
Кракен Ангола патĕнчи çырансем патĕнче французсен карапне тапăнать, Монфор ӳкерчĕкĕнчен (1801). Кракена чылайĕш чухне тем пысăкăш осьминог пек ӳкереççĕ. Çавăн пекех авалхи ӳкерчĕқсем çинче ăна теп пысăкăш краб е кит пек те курма пулать.

Кракен, — тинĕсри тем пысăкăш йĕлмевĕс. Ăна Норвегири тата Исландири моряксен сăнласа кăтартнă. Вĕсен чĕлхинченех ячĕ те тухать.

Кракан сăнарĕ кинора тата литературăра

Кракена нумай литература тата кино ĕçĕсенче усă курнă. Альфред Теннисон, сăмахран, хăйĕн чи чаплă сонетĕнчен пĕрине кракен çинчен çырнă. Кракена Жюль Вернăн «20000 лье шыв айĕнче» кĕнекинче те тупма пулать. Джон Уиндем «Кракен вăранать» ятлă фантастикăллă роман çырнă.

«Кариб тинĕсĕн пирачĕсем 2: Вильнĕ çын сунтăхĕ» кинокартинăра Дэви Джонса кракена чĕнсе кĕларма пултаракан пек сăнласа кăтартнă.

Шаблон:Link GA