'Буркина́-Фасо́ (Роскартографи картисенче пробел урлă çыраççĕ)[2] (фр. Burkina Faso [byʁkiˈna faˈso]; 1984 çулхи çурла уйăхĕччен — Тури Во́льта) —Хĕвеланăç Африкăри патшалăх.

фр. Burkina Faso

Буркина-Фасо

Буркина-Фасо ялавĕ Буркина-Фасо гербĕ
Патшалăх чĕлхисем франци чĕлхи
Тĕп хула Уагадугу
Чи пысăк хула Уагадугу
Президент Блэз Компаоре
Премьер-Министр Люк-Адольф Тиао
Лаптăкĕ
 - Пĕтĕмпе
74 вырăнта
273 187 км2
Халăх йышĕ
 - Пĕтĕмпе(2009)
 - Йышлăхĕ
61 вырăнта
15 746 232[1]
57,5/км²
Валюта ячĕ Франк КФА
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +00 пуçласа +00 таран
Патшалăх гимнĕ Буркина-Фасо патшалăхĕн гимнĕ
Тетел доменĕ [[.bf]]
Тел. префиксĕ 226

Çурçĕрте Малипе, Нигерпа — хĕвелтухăçĕнче, Бенинпа — кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче, Тогопа тата Ганăпа — кăнтăрта тата Кот-д’Ивуарпа — кăнтăр-хĕвĕланăçĕнче чикĕ тытать. Тинĕс çыранĕ патне тухмасть. Патшалăх ячĕ «таса чунлă çынсен çĕршывĕ» мооре чĕлхинче «буркина́» — «чтаса чунлă çынсем », дьюла чĕлхинче «фасо́» — «тăван çĕршыв». Буркина (Burkina) кĕскетнĕ ячĕпе те усă кураççĕ. Тĕп хули — Уагадугу.

Кун-çулĕ

тӳрлет


Авалхи кун-çулĕ

тӳрлет

XI-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче хальхи Ганăн çурçĕр-хĕвелтухăçĕнчен моси ăрăвĕçем килсе вырăнти ньеньесе, груси тата буса ăрăвĕсене пăхăнтарнă. Догон йăхĕ çурçĕрелле чакнă. Хальхи Буркино-Фасо çĕрĕнче XIV-мĕш ĕмĕртен Уагадугу, Ятенга, Тенкодого тата Фадан-Гурмаи патшалăхĕсем вырнаçнă. XIV -XVI Ятенга патшалăхĕ кӳршĕллĕ Мали тата Сонгай çĕрĕсен пайнĕсене çĕнтерсе илнĕ.

Колони тапхăрĕ

тӳрлет

XIX-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче Франци колонизацилеме пуçланă. 1895-мĕш çулта Ятенга пашалăхăн çарне аркатнă, 1897 çулта Фада-Гурма Франци протекторатне йышăннă. 1904 -1919 Тури Вольта Тури Сенегал — Нигер колнине кĕнĕ, каярах уйрăм колони туса хунă. 1934-мĕш çулта Абиджан таран чукун çул тунă.

1947-мĕш çулта Тури Вольта колоние тавăрнă. Кулибали, каярах Морис Ямеого. ертсе пыракан «Африка демократиллĕ пĕрлешĕвĕ» (АДО) вăй пухнă. 1947-1958çç Франци Тури Вольти Францин тинĕс леш енчи территори шутланнă, каярах Франци пĕрлĕхне кĕрекен Автономлă Тури Вольта республикине туса хунă. 1958ç Тури Вольта планланă тата1959-1960çç пулнă Мали Федерацине (Мали тата Сенегал) кĕрес кăмăл пуррине палăртнă, анчах кӳршĕллĕ вырнаçнă Пил Шăммин Çыранĕ хирĕç пулнипе ку федерацине кĕрессине пăрахăçланă. 1959-мĕш çулан раштавĕнче Ямеого патшалăх президенчĕ пулса танă. Вăл чи малтанах хăйĕн партисĕр пуçне ыттисене чарса лартнă.

Никама пăханмалах тапхăрĕ

тӳрлет

1960-мĕш çулхи çурла уйăхен 5-мĕшĕнче Ямгео Тури Вольта никама та пăхăнманни çинчен пĕлтерсе патшалăхăн президенче пулса ларнă.

1966-мĕш çулхи январте наци забастовки пуçланнă. Влаç Сангуле Ламизана подполковник ертсе пыракан çар çыннисен аллине куçнă. 1970-мĕш çулта çĕнĕ конституци йышăннă, политика партисене йĕркелеме май тунă. Ламизиана (бригада генералĕ пулнăскер) тӳрĕ суйлавра çĕнтерсе президент пулать. 1974-мĕш çулхи суйлав умĕн пуçлăхсем хирĕçнĕ май Ламазина влаçă хăй аллине илет. 1977-мĕш çулта вăл патшалăха граждансем ертсе пынине таварать. Анчах 1980-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Сайе Зербо полковник ертсе пыракансем Тури Вольтăра каллех çар режимне кĕртеççĕ.

1982-мĕш çулхи чӳк уйăхĕнче Уэдраого майор ертсе пыракан ушкăн Зербона хăваласа ярать. 1983-мĕш çулта çĕнĕ президент «сулахай» партисенчен уйрăлас тесе минстăрсен кабинетĕнчен Санкара Томас капитана кăларса ярать. 1983-мĕш çулхи çурла уйăхĕнче Санкара çăр пăлхавĕпе усă курса президент пулса ларать, патшалăха Буркина-Фасо ят парса социаллă революциллĕ курса палăртать. Халăх хушшинче питĕ популярлă пулнă, çав шутра хăй халăхран уйрăлманнине палăртнипе. Вăл кабинетĕнче кондиционер лартман, ахаль çынсем ку япалана илеймеççĕ тесе. Хăйĕн портречĕсене çакма санкци паман. Çавăн пек сулахайла ĕçсем тунăшăн ăна «Африка Че Гевари» теме тытăннă. 1985-мĕш çулта минералла ресурсемпе пуян чикĕре демаркаци туман территории пирки Малипе чикĕ конфликчĕ пуçланнă («Агашер вăрçи»). ООНăн çĕршывсем хушши сучĕ йышăннипе, икĕ çĕршыв та унта çырусем çырсан, ку территорие çурмалла патне пайлана. 1987-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Санкарана Компаоре Блэз йĕркеленĕ пăлхав вăхăтĕнче вĕлереççĕ. 11.06.1991 çĕнĕ конституци йышанаççĕ. 1997-мĕш çултан президента миçе хут суйламалли чарăва пĕтернĕ. Буркина-Фасопа Раççей хушшинче дипломати хутшăнăвĕсем пур (18.02.1967 СССР )

Çутçанталăк

тӳрлет
 
Буркина-Фасо карта çинче

Территорин нумайрах пайĕ — хумла плато Моси (çӳллĕшĕ 200—500 м), унта 750 м таран уйрăм сăртсем çĕкленеççĕ. Субэкватор климачĕ, типĕ тапхăр палăрса тăрать (чӳкрен пуш таран, çурçĕр районсенче 8-10 уйăх). 20 яхăн юханшыв, вĕсенчен пысăккисем - Хура Вольта тата Шура Вольта. Типĕ сезон вăхăтĕнче ухаççĕ е типеççĕ.

Нумайрах вырăнта ахаль е çӳллĕ курăкла саваннă сарăлнă, выранĕ-выранĕпе сайра таракан савана вăрманĕсемпе тĕмсем тĕл пулаççĕ. Вăрман патшалăхăн лаптăкĕн 9 % таран. Тискер чĕрчунсен шучĕ чакать. Арăслан, леопард, пил, буйвол, антилопа тĕл пулать. Кайăксемпе рептилисем нумай. Юханшывсен шурлăхла çыранĕсенче бегемот, крокодил, тимĕр шапа тĕл пулать. Саваннара термит йăви нумай. Патшалăхăн кăнтăр пайенче цеце шăна сарăлнă. Бенинпа Нигер чиккинче W (Дубль-В) наци паркĕ, резерватсем.

Политика

тӳрлет

2007-мĕш çулхи суйлав тăрăх чи пысăк парти — Демократипе прогрессшан конгресс (73 депутат). Парламентера тата 12 партин пайташĕсем пур ( 14-ран 1 депутат таран).

Экономика

тӳрлет
 
Банфорти апат-çимĕс пасарĕ, Буркина-Фасо.

Çутçанталăк ресурсĕсем — марганец рудисен, ылтăн, фосфорит, пăхар çĕрĕсен, никель, титан çĕр управĕсем. Буркина-Фасо — тĕнчери чи чухăн çĕршывсенчен пĕри. Ĕçлекенсен 90% ял хуçалăхĕпе пурăнать, час-часах типĕ çăнталăк пирки тертленет. Тĕп экспорт культури — çĕр мамăк.

2009-мĕш çулта çын пуçне килекен ВВП 1,2 пин долл. (тĕнчере 206-мĕш вырăн). Çынсен çуррине яхăн чухăнлăх шайенчен каярах пуранать. Ях хуçалăхенче çĕр мамăк, арахис, çӳ йывăççи, сорго, вир, кукуруза, рис, сурăхпа качака ĕрчетеççĕ. Промăçлăх - çĕр мамăкне тата ытти ял хуçăлăх чĕр таварне тирпейлени, ĕçмелли, туртмалли, супăнь, пир-авăр туса кăларни, ылтăн кăларни.

Тулашри суту-илӳ

тӳрлет

Экспорт — 0,5 млрд долл. 2008 çулта — çĕр мамăк, выльăх, ылтăн.

Илекенсем — Сингапур 16,6 %, Бельги 12,6 %, Китай 11 %, Таиланд 8,9 %, Гана 6,8 %, Инди 6,3 %.

Импорт — 1,3 млрд долл. 2008 çулта — промăçлăх товарĕсем, апат-çимĕç, нефтепродукт.

Тĕп тавар таратакансем — Кот д’Ивуар 26,7 %, Франци 20 %, Того 8 %, Ливи 4,6 %. Африка, Кариб бассейнĕ тата Лăпкă океан регионĕн патшалăхĕсен организацине кĕрет.

Административла пайлану

тӳрлет


Буркина-Фасо 13 облаçе, 45 провинцийе тата 301 департамента пайланать.

 
Буркина-Фасо облаçĕсем.
Облаç Облаç (Фр.) Административла центр Провинцисен шучĕ Лаптăкĕ, км² Халăх йышĕ (2006), çын. Йышлăх, çын/км²
1 Букле-ду-Мухун Boucle du Mouhoun Дедугу 6 34 479 1 434 847 41,62
2 Каскадсем Cascades Банфора 2 16 663 524 956 31,50
3 Тĕп Centre Уагадугу 1 2 805 1 523 980 543,31
4 Хĕвелтухăç-Тĕп Centre-Est Тенкодого 3 14 852 1 132 023 76,22
5 Çурçĕр-Тĕп Centre-Nord Кая 3 19 508 1 203 073 61,67
6 Хĕвеланăç-Тĕп Centre-Ouest Кудугу 4 21 853 1 183 473 54,16
7 КăнтăрТĕп Centre-Sud Манга 3 11 313 638 379 56,43
8 Хĕвелтухăç Est Фада-Нгурма 5 46 256 1 209 399 26,15
9 Тури Бассейнсем Hauts-Bassins Бобо-Диуласо 3 26 606 1 410 284 53,01
10 Çурçĕр Nord Уахигуя 4 17 601 1 182 770 67,20
11 Тĕп Плато Plateau-Central Зиниаре 3 8 545 647 516 75,78
12 Сахель Sahel Дори 4 36 130 808 928 22,39
13 Кăнтăр-Хĕвеланăç Sud-Ouest Гава 4 16 576 623 056 37,59
Пĕтĕмпе 45 273 187 13 522 684 49,50

Халăхĕ

тӳрлет
 
1960- 2010 çулсенче халăх йыше ылмашни (Статистикăпа демографи наци институчĕн катартăвĕсем, 2012). Йышĕ пин çынпа

Буркина-Фасон вырăнти халăхĕ икĕ тĕп этник ушкăнне кĕрет: гур, кунта патшплăхри чи нумай шутлă халăх моси (48,6 % ), тата сисала, мбуин, га, бобо (6,8 %), лоби (4,3 %), гурунси (6 %), гурма (7 %), сенуфо (2,2 %); тата манде, вĕсен шутĕнче буса (биса), само (сану) 6,5 %, хауса, сонинке, диула, фульбе; çурçерте сонгай тата туарегсем пурăнаççĕ. Тĕнсем - мусульмансем 50 %, вырăнти тĕнсем 40 %, христиансем (тĕпрен илсен католиксем) — 10 %. Хулара халăхăн 20% пуранать.

Çулталăкри ӳсĕм:

  • 3,1 % (11-вырăн)

Çул шучĕпе тытăм:

  • 0-14 çул: 46,2 %
  • 15-64 çул: 51,3 %
  • 65 тата асларах: 2,5 %

Вăтам çул шучĕ:

  • пĕтĕмпе — 16,8 çул, çав шутран
    • арçын 16,6 çул
    • хĕрарăм 17 çул

Ача çуратни:

  • 44,0 ача 1000 çын çине (тĕнчере 4-мĕш вырăн)

Фертильность — 6,2 ача çуратни 1 хĕрарăма (тĕнчере 6-мĕш вырăн)

Вилеслĕх:

  • 13,0 1000 çын çине

Пĕчĕк ачасен вилеслĕхĕ:

  • 83 1000 пĕчĕк ача çине (тĕнчере 13-мĕш вырăн)

Ватамран пурăнаççĕ:

  • пĕтĕмпе— 53 çул (тĕнчере 203-мĕш вырăн)
    • арçынсем — 51 çул
    • хĕрарăмсем — 55 çул

ВИЧ вирусĕ 1,6 % ернĕ (2007 хаклав) Арçынсен 29%, хĕрарăмсен 15% хутла пĕлет (2007 хаклав).

Культура

тӳрлет

Буркина-Фасо Африкара кинематограф енчен малтисен шутĕнче. Идрисса Уэдраого «Закон» фильмпа (1990) Канн кинофестивалĕнче Гран-при илме пултарнă пĕртен-пĕр африка кинорежисcёрĕ. Мăшарлă мар çулсенче Африка пашалăхĕсен кинопа телевидени фестивалĕ иртет. Фестиваль лауреачĕсем хушшинче Буркина-Фасо режиссёрĕсем: Гастон Каборе тата Уэдраого.

Спорт

тӳрлет

Патшалăхра кашни çул Тур де Фасо çĕршывсем хушии велочупу иртет, вăл африкăри Тур де Франс аналогĕ.

Уявсем

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Burkina Faso. CIA World Factbook
  2. ^ Новые названия на карте мира. Роскартография. Тĕрĕсленĕ 30 Ҫу уйӑхӗн 2010.. Дефисное написание Буркина-Фасо зафиксировано в словаре: Лопатин В. В. Прописная или строчная? Орфографический словарь / В. В. Лопатин, И. В. Нечаева, Л. К. Чельцова. — М.: Эксмо, 2009. — С. 91.
  3. ^ Официалла сайтри Компаоре биографийĕ 2010 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет